Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗлтӗр, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӑваш чӗлхеҫисем — Михаил Иванович Скворцов вил тӑприйӗ ҫине илемлӗ палӑк вырнаҫтарас тӗллевпе «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци пуҫланӑччӗ. Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн ӑна вӗҫлес терӗмӗр. Акцие пӗтӗмлетнӗ май ҫакна палӑртас пулать: шел те тӗллевленӗ хисеппухӑнаймарӗ. Ҫавах та пуҫтарӑннӑ укҫа та чӑваш чӗлхин анинче тӑрӑшнӑ хисеплӗ чӗлхеҫе сума суни куҫкӗретех. Пурӗ 50 450 тенкӗ пухма пултартӑмӑр. 300 тенкӗпе пулӑшакан та, 12 пин хывакан та пулчӗҫ. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи ӑсчахсем те. Ҫирӗм тӑватӑ ҫын ытла пирӗн акцие хутшӑнчӗ — пурне те вӗсене пысӑк тав! «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акцие хупни сирӗн пулӑшу кирлӗ маррине пӗлтермест. Пулӑшу счечӗ ҫавах юлӗ — пулӑшакана никам та хирӗҫ пулмӗ. Укҫа куҫармалли карта номерӗ: 4817 7600 9969 0046 (Сбербанк, мӑшӑрӗ ячӗпе уҫнӑ: «Алевтина Васильевна С.» ят тухмалла). Банк счёчӗ: ФИО: Алевтина Васильевна Скворцова Счёт: 40817810375005816627 Банк получатель: Чувашское отделение № 8613 ПАО Сбербанк г. Чебоксары БИК: 049706609 Корр. счет: 30101810300000000609 ИНН: 7707083893 КПП: 212902001 ОКПО: 09286400 ОГРН: 1027700132195 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни. «Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта. Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла. Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.). Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнӗ эрнере эпир уйрӑмах лайӑх ӗҫлерӗмӗр теме пулать — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑр пуплевӗшсен йышӗ 50 пинрен иртрӗ. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра кӑтарту 51 961 пуплевӗшпе танлашать. Аса илтеретпӗр, 40 пинрен эпир ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче иртрӗмӗр. Иртнӗ уйӑха вара 44 012 пуплевӗшпе вӗҫлерӗмӗр. Тепӗр май каласан, иртнӗ эрнере эпир корпуса пӗр 8 пин патнелле куҫарнӑ пуплевӗшпе пуянлатрӑмӑр. Ҫакӑн пек кӑтартусем тума пире Библири («Кивӗ халалтисене» кӗртсе пӗтернӗ) мӑшӑрсене усӑ курни тата Феодосия Ишетер куҫарнӑ Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнеки пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех Хветӗр Акивер куҫарнӑ Василий Шукшинӑн «Пахчапа мунча хуҫи» хайлавӗсем те пӗчӗк тӳпе хыврӗҫ. Ҫапла май малалли тӗллев — 60 пин куҫару. Ытти кӑтартусем: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» халь 1 175 текст, вӗсенче 90 827 пуплевӗш, пурӗ 1 257 пин сӑмах. Куҫарусенче (вырӑслисенче) 773,8 пин сӑмах. Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ — ӗҫлесен ӗҫ каять. Ҫавна май пурне те пире пулӑшма йыхравлатпӑр! |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Кӑра, кӑрал... Ашмарин словарӗнче кӑрал сӑмаха ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Оружие, орудие... вӑрҫӑ кӑралӗ-хатӗре... Кӑрал тесе, каскалакан тимӗр таврана калаҫҫӗ... «Кӑраллӑ ҫын килет, петӗм халӑх тарса пӗтрӗ!..» Ку вӑл ҫар хатӗрӗ тытнӑ ҫын килнине пӗлтерет. Кӑрапа кӑрал сӑмахӑн тӗп тымарӗ пӗр пулма пултарать. Авалхи юмах-халапсенче (мифсенче) Кӑра-турӑ ҫинчен калани те пур, ӑна вӑрҫӑ турри тесе шутлама май килет. «Кӑра (Кӑратурӑ) ялан кӑмака умӗнче турчӑкине кӑвар пӑтратать, ун кӑварӗ ҫӗре ӳксен вара вӑрҫӑ пуҫланать...» Хӑш-пӗрисем кӑрала ӗҫ хатӗрӗ ҫеҫ тесе ӑнлантарма пӑхни те пур. Пирӗн шутпа, кунпа килӗшме йывӑртарах, мӗншӗн тесен ӗҫ хатӗрне пӗтӗмлетсе калакан лайӑх сӑмах хӑй пур: ыртма. «Ҫуркуннепе ыртмине хатӗрлесе ҫитермен ҫынна кам хисеплетӗр?» — тенӗ Улӑп ҫинчен калакан пӗр халапра. Кунта, паллах, ӗҫ хатӗрӗ пирки сӑмах пырать ӗнтӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑранпа икӗ уйӑх иртрӗ. Ҫавна май ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ калӑпӑшне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле. Пӗрремӗшӗнчен, Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмаринӑн черетлӗ 6-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫавна май халь тата 4 кӗнеке ҫеҫ юлать: 3, 4, 5, 8. 4-мӗшне тахҫанах ярса пама шантарнӑччӗ-ха та, анчах уйӑх хушшинче унпа ӗҫлекен ҫын ӑна вӗҫне ҫити редакцилесе ҫитереймерӗ. Унсӑрӑн пуҫне сӑмахсарсен сайтӗнче Ашмарин словарьне (унта халӗ 36,2 пин сӑмах статйи) эпир «хатӗрлесе ҫитернӗ пекех» статуса хӑпартрӑмӑр — ҫавна май списокра вӑл кӑшт ҫӳлерех хӑпарчӗ. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ пирки каласан, кунта та ҫитӗнӳсем ҫук мар. Куҫарнӑ пуплевӗшсен йышӗ сӑмахран 44 012 ҫитрӗ. Е ку малтанхи уйӑхринчен 6 328 ытларах. Ытти кӑтартусем: корпусра халь 1 158 текст (+55), 83 532 пуплевӗш (+3 291), 1 182 874 cӑмах (+27 841). Майӗпен ӳссе пыратпӑр. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Пушкӑртстанӑн тӗп хулинчи П. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнчи чи маттур вӗренекенсене хавхалантарюнӑ. Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳре хастаррисене Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗ Прасковья Коринӑн премийӗпе чысланӑ. «Парнесене тивӗҫнисен хушшинче — талантлӑ вӗренекенсем. Мӗн вӑл пысӑк талант тени? Чӑн малтан вӑл — пӗлӳ тӗнчине (ӳкерес, вулас, ташлас, музыка енӗпе) ӑнкарни тата хушнӑ ӗҫе творчество туйӑмӗпе пурнӑҫлани, яваплӑ, тӳсӗмлӗ, хастар, ҫирӗп тӗллевлӗ пулни», — тенӗ шкул директорӗ Иван Тарасов. Гран-прие Олег Федоров тивӗҫнӗ. Ӑна пӗлтӗр те ҫавӑн пек чысланӑ. 1-мӗш степеньлӗ диплома тата Прасковья Коринӑн премине Анна Михайлова, Агата Михайлова, Аделя Исалиева, Мария Погодина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш степеньлине — Ксения Борисова, Вероника Никитина, Илья Никитин, Никита Кузьмин, Мария Новоселова, виҫҫӗмӗш степеньлине — Булат Ахмедьянов, Павел Егоров, Юлия Федорова, Анастасия Кузнецова, Алсу Шаехова. Кунсӑр пуҫне тепӗр 15 вӗренекене Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» чӑваш чӗлхи 10-мӗш уйлӑхне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӗхӗн 7-мӗшӗччен «Сурские Зори» кану базинче (Етӗрне районӗ) иртӗ. «Хавал» уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗренме Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата юр ҫӗр-шывран та хӑнасем килеҫҫӗ. Уйлӑха «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» (выр. «Язык для успеха») ют чӗлхесен шкулӗ тата "Хыпар" Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакци йӗркелеҫҫӗ. «Хавал» уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗренме май пур. Ача-пӑча тата ҫамрӑксем валли уйрӑм вӗренӳ йӗркелӗҫ. 3-10 ҫулхи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ. Кӑҫалхи уйлӑхӑн тӗп хӑни – Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ, тӗрлӗ чӗлхепе юрлакан хрантсус юрӑҫи, эсперантист, окситан чӗлхине аталантаракан Жан-Марк Леклер (Йомо). Вӑл Францири тӗрлӗ регион чӗлхисем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен каласа парӗ. Ҫавӑн пекех уйлӑхра Эктор Алос-и-Фонт (Барселона – Шупашкар) социолингвист, Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан федераци университетӗнчи истори факультечӗн доценчӗ, Тутар республикин Истори институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), Федоринчик Арцем Сергеевич (Тимукка) (Кийӳ - Шупашкар) пулӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхе лабораторийӗ тӑрӑшнипе хатӗрленнӗ Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи пирки пӗлеттӗр пулӗ — ӑна ятарласа Яндекс.Куҫаруҫӑ тата Google.Translate йышши хӑй тӗллӗн ӗҫлекен тӑлмачсем валли йӗркеленӗ. Тӗрлӗ чӗлхесенчен чӑвашла куҫарас тесен пӗр-пӗр чӗлхепе куҫару мӑшӑрӗсем пулмалла. Ку енчен чи ҫывӑх чӗлхе вара — вырӑс чӗлхи. Ҫавна май ҫак сайтра чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗсем хатӗрленсе пыраҫҫӗ. Паянхи кун вара вӗсен йышӗ 40 пинрен иртрӗ (хыпара ҫырнӑ чухне статистика «40 592» шута кӑтартатчӗ). Ытти тӗлӗшрен те ку чӑваш чӗлхи корпусӗ пуянланса пырать: калӑпӑр чӑвашла текстсен йышӗ 1 124 ҫитрӗ, пуплевӗшсен йышӗ — 81 пине ҫывхарать. Калӑпӑшӗпе пӑхсан вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче 1 161 818 cӑмах шутланать (танлаштарма: ҫармӑссен корпусне 20 миллион сӑмах таран ҫитересшӗн). Ку ҫитӗнӗве тата та вӑйлӑрах ӳстерес тесен куҫару ӗҫне эсир те хутшӑнма пултаратӑр! Ӗҫлеме вара унта пӗрре те йывӑр мар. Пӗрле кар тӑрса ӗҫлесен кӑна пысӑк ҫитӗнӳсем тума май пулӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |